Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӗнтервӑрри районӗ

Республикӑра

Паян ирхи икӗ сехет тӗлӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пушар тухнӑ. «Хӗрлӗ автан», вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх,

пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе алхасма тытӑннӑ. Пушар 65 ҫулти кил хуҫин пурнӑҫне татнӑ.

Ӗнер Шупашкарти Керамзит тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ уйрӑм ҫын предприятине вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Пушар пластик чӳрече кӑларакан организацин иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ офисӗнче тата юнашарти япала упрамалли пӳлӗмре хуҫаланма тытӑннӑ. Унта сӑрӑ савӑчӗсем тата 50 литр кӗрекен газ баллонӗ пилӗк штук упраннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем, юрать-ха, вырӑна вӑхӑтра ҫитнӗ, васкаса та хыпӑнса ӗҫленӗ. Вута сӳнтерекенсен тӑрӑшӑвне пула газ баллонӗсене сирпӗнме паман, пушара сӳнтернӗ.

 

Республикӑра
Андриян Николаев вилтӑпри ҫинче чӗрӗ чечексем
Андриян Николаев вилтӑпри ҫинче чӗрӗ чечексем

Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта чӑваш кӑйкӑрӗн Андриян Николаевӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне асра тытса митинг ирттернӗ.

Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, СССР летчик-космонавчӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 87 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ космонавтӑн амӑшӗ ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине те аса илнӗ.

«Андриян Григорьевич Николаев тӑван ҫӗре юратнӑ, вӗрентекенсене тата аслӑ ӑрурисене хисепленӗ, вӗсен сӑмахне итленӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев.

Элтепер паян та пиншер арҫын ачапа хӗрача Андриян Николаев пек пулма ӗмӗтленнине палӑртнӑ.

Митинга хутшӑннисем летчик-космонавт вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечек хунӑ, вырӑнти часовньӑна кӗрсе тухнӑ.

 

Спорт уявне тухнисем
Спорт уявне тухнисем

Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, республикӑри кашни тӑрӑхра спорт уявӗ иртрӗ. Ҫав шутра Сӗнтервӑрри районӗнчи Ӗсмел (Октябрьски) ялӗнче те.

Ҫак кун ялти стадион шкулта ӗҫлекен пур вӗрентекене те пухрӗ, Григорьев Г.П. директор та вӗсенчен юлмарӗ. Вӑй-хал культурине вӗрентекенсем йӗркеленипе сӑрт ҫинчен йӗлтӗрпе ярӑнчӗҫ, хӑвӑрт чупассипе ӑмӑртрӗҫ. Тӑркӑчпа та ярӑнса канчӗҫ ҫак кун — ара пӗр кун маларах ятарласа тенӗ пек катока тасатрӗҫ-ҫке!

Уяв епле иртнипе пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ!

 

Ачасен ӑмӑртӑвӗ
Ачасен ӑмӑртӑвӗ

Ҫурлан 12-мӗшӗнче Лондонри XXX Олимп вӑййисем вӗҫленчӗҫ. Ку вара Нарат ялӗнче пурӑнакансене пӗрре те куллянтармарӗ — вӗсем тӗнче шайӗнчи чи пысӑк спорт ӑмӑртӑвӗ хупӑннине халалласа «Ҫирӗп ӳт-пӳре — ҫирӗп сывлӑх» ятлӑ спорт уявне ирттерчӗҫ, унта ача-пӑча хутшӑнчӗ. Н.Перцева вара Нарат ял вулавӑшӗнче ятарлӑ «Спорт — ман тус» курав йӗркелерӗ, олим вӑййипе кӑсӑк викторина ирттерчӗ.

Ӑмӑртусене пур ача явӑҫрӗ — шкул ҫулне ҫитменнисемте вӗренӳ учрежденийӗнче пӗлӳ пухакансем те. Чи маттурисемпе хастаррисем ҫаксем пулчӗҫ: Иванов Максим, Семенов Семен, Андрей Кармаков, Наташа Трифонова, Вова Мадянов. Вӗсене пылак ҫимӗҫ лекрӗ.

 

Ҫитес канмалли кунсенче Сентӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхыр ялӗнче футбол турнирӗ иртӗ. Пӗчченхыр ялӗнчи футбол ушкӑнӗн капитанӗ юнашар ялти ҫарӑксене юлташла матча чӗннӗ. Ҫапла вара Пӗчченхыр ялте Маклашкипе Кукашни ялӗнчи футбол ушкӑнӗсем пухӑнса ӑмӑрту ирттерӗҫ.

Килме пултаракансене пурне те ҫак ӑмӑртӑва чӗнетпӗр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть